12:08 30 декабря 2019 г.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!
Сире Ҫĕнĕ 2020 ҫул ячĕпе тата Раштав уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Ҫак ҫутă та пурте юратакан уявсем ырлăхпа палăрса тăраҫҫĕ, пирĕн пурнăҫа чун ăшшипе тултараҫҫĕ, ҫĕнĕ шанăҫ-ĕмĕт парнелеҫҫĕ.
Ҫак кунсенче пирĕнтен кашниех иртсе пыракан ҫулти савăнăҫлă пулăмсене аса илет, тунă ĕҫсене пĕтĕмлетет, малашлăхри тĕллевсене палăртать.
2019 ҫул ансатах мар, анчах та тухăҫлă пулчĕ. Паян эпĕ Чăваш Республикинче пурăнакан кашни ҫыннах ырми-канми ĕҫĕшĕн, тăван тăрăха чунтан юратнăшăн тата унăн ырлăхĕшĕн мĕнпур вăйран тăрăшнăшăн тав тăвас тетĕп.
Эпир пĕрле промышленноҫпа ял хуҫалăхне, наукăпа вĕренĕве, культурăпа спорта аталантартăмăр, ҫулсем хыврăмăр, садиксемпе шкулсем, больницăсемпе культура ҫурчĕсем туса хута ятăмăр, картишсемпе общество вырăнĕсене хăтлăлатрăмăр, экологи ыйтăвĕсене татса патăмăр.
Эпир нумай ĕҫ турăмăр, ҫавна май хамăрăн ҫитĕнӳсемпе тивĕҫлипех мăнаҫланма пултаратпăр.
Ҫывхарса килекен 2020 ҫул пирĕншĕн – уйрăмах пĕлтерĕшлĕскер. Пĕтĕм Раҫҫейпе пĕрле эпир чаплă пулма – Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине – чыслăн уявлатпăр. Вăл 1941–1945 ҫулсенчи Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫинчи Ҫĕнтерӳ 75 ҫул тултарнипе тата ăна сума суса пĕлтернĕ Раҫҫейри Астăвăмпа мухтав ҫулталăкĕпе пĕр килет.
Ҫак сумлă уявсене тивĕҫлĕ шайра паллă туни пире пурсăмăра та нихҫанхинчен тачăрах пĕрлештерессине шанса тăратăп. 2020 ҫул ырă улшăнусемпе телейлĕ самантсем илсе килтĕр, пире аталану ҫулĕпе малалла тухăҫлăн утма вăй-хал кӳтĕр, пурнăҫра кăсăк та паллă пулăмсемпе пуянлаттăр.
Кашни ҫемьерех юрату, ҫураҫупа килĕшӳ хуҫаланччăр тата унта ачасен хаваслă кулли янăратăр!
Пурсăра та ҫирĕп сывлăх, ҫĕкленӳллĕ кăмăл-туйăм, чун хавалĕпе иксĕлми вăй-хал, ăнăҫу, ырлăхпа телей сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев
Уважаемые соотечественники!
Сердечно поздравляю вас с Новым 2020 годом и Рождеством Христовым!
Эти светлые и любимые всеми праздники искрятся добром, наполняют нашу жизнь душевным теплом, дарят новые надежды и мечты.
По традиции в эти дни каждый из нас вспоминает радостные события уходящего года, строит планы на будущее.
2019 год был непростым, но плодотворным. Сегодня я хочу выразить благодарность каждому жителю Чувашской Республики за самоотверженный труд, за любовь и преданность родному краю, за заботу о нем.
Мы вместе развивали промышленность и сельское хозяйство, науку и образование, культуру и спорт, строили дороги, детские сады и школы, больницы и дома культуры, обустраивали общественные пространства, решали вопросы экологии.
Мы многое сделали и вправе гордиться своими достижениями.
Наступающий 2020-й год – особенный. Вместе со всей Россией мы отмечаем грандиозное событие – 100-летие со дня основания Чувашской автономной области. Оно совпало с 75-летием Победы в Великой Отечественной войне 1941–1945 годов и объявленным в России Годом памяти и славы в его ознаменование.
Убежден, что празднование знаменательных дат еще больше сплотит нас всех. Пусть 2020 год объединит наши усилия на пути прогресса, наполнит жизнь яркими интересными и знаковыми событиями, принесет много счастливых мгновений. Пусть в каждой семье царят любовь, мир и согласие, а в домах звучит радостный детский смех!
Желаю всем крепкого здоровья, бодрости и силы духа, неиссякаемой энергии, удачи, счастья и благополучия!
С Новым годом!
Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
Государственное автономное учреждение Чувашской Республики дополнительного профессионального образования «Учебно-методический центр «Аспект»
Первоисточник: Пресс-служба Администрации Главы Чувашской Республики