ГАУ ДПО "Учебно-методический центр "АСПЕКТ"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм тата карьера

07 февраля 2009 г.

Эпĕ 24 çулта. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта учетра тăратăп. Биржăна ĕç пурри çинчен пĕлме килсен мана чи çывăх вăхăтра «Карьера тата хĕрарăм» ятлă тренинг пулассине, Шупашкарти «УМЦ «Аспект» учрежденинчен психолог килессине пĕлтерчĕç.

Тренинга Эльвира Владимировна психолог ертсе пычĕ. Вăл тĕрлĕ упражненисемпе вăйăсем ирттерчĕ. Тĕслĕхрен, тимлĕхе аталантаракан «Эс мĕн ятлине пĕлетĕп» ятлă вăйă хыççăн эпĕ занятие хутшăнакан çынсен ячĕсене пурне те астуса юлтăм.

Иккĕмĕш кунхи заняти интереслĕ калаçуран пуçланчĕ. Кашниех хăш вĕренÿ учрежденийĕнче пĕлÿ пухнине, хăйне мĕнле професси килĕшнине, ăçта мĕнле специальноçпе ĕçлес килнине пĕлтерчĕ.

Психолог пур ĕçре пулăшакан ăнăçу формине палăртрĕ, психологилле мĕнлерех чăрмавсем çынна шухăшласа хунă тĕллевсене пурнăçлама, ăнăçуллă пулма кансĕрлеме пултарни çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех психологиллĕ упражненисем ирттерчĕ.

Эпир вăл палăртнă темăсемпе ÿкерчĕксем ÿкертĕмĕр. Ертсе пыракан вĕсем психологи тĕлĕшĕнчен «мĕн каланине» ăнлантарса пачĕ.

Виççĕмĕш заняти çыннăн çи-пуçĕ ĕçре мĕнле вырăн йышăнни çинчен иртрĕ. Стиль, ĕç тата аксессуарсем пирки калаçу пычĕ.

Тăваттăмĕш занятире психолог ĕçе кĕрес умĕнхи калаçура харпăр хăйне мĕнле тытни килĕшÿллĕрех пулнине уçса пачĕ.

Ĕçе кĕмелли тĕрлĕ анкетăсене пăхса тухрăмăр, вĕсен ыйтăвĕсене хуравламалли йĕркесемпе паллашрăмăр.

Пиллĕкмĕш кунхи занятире ĕç коллективĕн йĕркисем çинчен калаçрăмăр. Кунта çакăн пек шухăш палăрчĕ: коллективра ĕçлени – пĕрлешÿллĕ вăйпа туслă ĕçе тунине пĕлтерет. Коллективра пĕрремĕш вырăнта пĕрлĕхлĕ интерес пулмалла. Çавăнпа та ушкăнри йĕркесене уйрăм çын интересĕсенчен пысăкрах хурсан пĕрлĕхлĕ ĕçшĕн усăллăрах пулни паллă ĕнтĕ.

Мана «Карьера тата хĕрарăм» тренинг питĕ килĕшрĕ. Вăл питĕ интереслĕ те усăллă пулчĕ. Плансене пурнăçа кĕртнĕ чухне кунта илнĕ сĕнÿсемпе тухăçлă усă курăп.

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика